Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорт- вăрăм ĕмĕр çăл куçĕ

ÇАК кунсенче Çĕрпỹ хулинче тĕрлĕ енĕпе ăмăртассипе аслă çулхи çынсен "Спорт тата вăрăм ĕмĕр" VI спартакиади иртнĕ. Ăмăртăва 19 команда хутшăннă. Программăпа килĕшỹллĕн спортсменсем 1000 метрлă дистанцие старта тăнă, винтовкăран тĕл перессипе ăмăртнă, хутăш эстафетăра тупăшнă, дартс вăййинче ăсталăх кăтартнă. Пирĕн команда чысне хỹтĕлекенсем - Терентий Давыдов (Хурама Твар), Николай Афанасьев, Маргарита Николаева (Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул), Владимир Карягин, Алексей Краснов (ДЮСШ-ФСК "Паттăр"), Маринăпа Гавриил Медведевсем (Аслă Чемен ял тăрăхĕ), Николай Паймуллин (Еншик) - спартакиадăн кашни тĕсĕпех призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ. Спорт ветеранĕсем паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. Вĕсем районта иртекен кашни ăмăртăвах хастар хутшăнаççĕ.

Авангард



31 мая 2019
10:44
Хроника
Поделиться