Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пограничниксем уявра савăнчĕç

Çулсеренех районти "Пограничное братство" общество хастарĕсемпе вĕсен çемйисем, тĕрлĕрен çар чаçĕнче службăра пулнисем Чикĕ хуралçисен кунĕнче Патăрьелĕнчи кану паркĕнчи палăк умне пуçтарăнаççĕ. Пограничниксем кăçал та хăйсен уявне анлăн паллă турĕç. Малтанах вĕсем юнашар вырнаçнă Турă Амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ чиркĕве кĕрсе хăйсенчен уйрăлнă тус-юлташĕн канлĕхĕшĕн çурта çутрĕç, чиркỹ настоятелĕнчен пил илчĕç.

Пĕрле пуçтарăнсан общество пурнăçне хастар хутшăнакан, кăтартуллă ветерансене тĕрлĕ шайри наградăпа чысласси, ăшшăн саламласси ырă йăлара. Кăçалхи уяв та унсăр иртмерĕ. Чикĕ хуралçисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Ялуков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов, тĕрлĕ çар чаçĕнче службăра пулнисен канашĕн председателĕ С. Шадиряков, "Пограничное братство" обществăн районти уйрăмĕн ертỹçи, "Çулталăк çынни- 2018" конкурс çĕнтерỹçи А. Быков тата ыттисем те пограничниксене уявпа саламларĕç, пĕрлĕхпе хастарлăхшăн тав турĕç. Пухăннисем Тăрăн ял тăрăхĕн артисчĕсен уяв концертне пăхрĕç, юлашкинчен "Паттăр" стадионта спорт ăмăртăвĕсенче тупăшрĕç.

А. НИКОЛАЕВА.

Хаклав

А. Езюкова, ĕç ветеранĕ,

Çĕньял ялĕ:

- Чикĕ хуралçисен уявне эпĕ паян пĕччен тухмарăм, ывăлăн сăн ỹкерчĕкĕпе килтĕм. Вăхăтĕнче вăл та çакнашкал мероприятисене çỹреме юрататчĕ. Шел, унăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Унăн юлташĕсем çакăн пек мероприятисем йĕркеленĕшĕн, ветерансене манманшăн савăнатăп.

Авангард



31 мая 2019
10:39
Хроника
Поделиться