Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелĕнчи 43-мĕш аптека - республикăра чи лайăххи

РЕСПУБЛИКĂРИ сывлăх министерстви йĕркеленĕ "Чи лайăх аптека - 2019" конкурсра çĕнтерỹçĕ ята тата куçса çỹрекен кубока Патăрьелĕнчи 43-мĕш номерлĕ аптека çĕнсе илнĕ. Коллектива вунă çул ытла Галина Афанасьева ăнăçлă ертсе пырать. Фармацевтсен ушкăнĕ туслă та çирĕп пулни, хăйсен ĕçне чунтан парăнса ĕçлени куç умĕнче. Хальхи вăхăтра район центрĕнчех пысăк конкуренци пулнине пăхмасăрах вĕсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ, пациентсен ыйтăвĕ- сене туллин тивĕçтереççĕ. Сăмах май каласан, кунти специалистсем пурте аслă категориллĕ. Коллектив 2012 çулта та çак хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ.

Авангард



31 мая 2019
10:40
Хроника
Поделиться