Çитрĕ çуллахи каникул, кăмăлтан выля та кул
ШКУЛ ачисемшĕн чăтăмсăррăн кĕтекен çуллахи каникул пуçланчĕ. Кашни ача, кашни çемье ăна усăллă та тухăçлă ирттерме тăрăшать. Çак тĕллевпе районти шкулсенче сывлăха çирĕплетмелли, ăс-тăна аталантармалли кăнтăрлахи лагерьсем ĕçлĕç. Унсăр пуçне ачасем хула çывăхĕнчи хăтлă лагерьсенче те канĕç. Кăçал та тăватă сменăра 61 ача путевка илсе кăмăлтан канма, çĕнĕ тус-юлташ тупма пултарать.
Авангард