Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çар тумне тăхăнма хатĕр

Çар служби, салтак пурнăçĕ каччăсенче чăн малтан патриотизм туйăмне вăратать, дисциплинăна хăнăхтарать, пурнăçра тĕл пулакан йывăр лару-тăруран тухмалли çул-йĕре тупма пулăшать тата ытти те. Конституци тивĕçне пурнăçласа Тăван çĕршыва сыхлакан гражданин яланах сумлă, хисеплĕ пулнă. Халĕ те çавах.

Салтак тумне тăхăнакан паянхи çамрăксемшĕн те хăйсем çар службине тивĕçни пысăк мăнаçлăх темелле. Сăмах май каласан, юлашки çулсенче каччăсем кăмăлтан салтака каяççĕ, кайран та служба вăхăтне ырăпа аса илеççĕ. Иртнĕ эрнере район центрĕнчи "Бизнес-инкубаторта" Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчен килнĕ çар ретне тăма хатĕрленекен Призывник кунĕнче те çак шухăшах пĕлтерчĕç, салтак тумне тăхăнма хатĕррине каларĕç.

Призывниксен кунне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов, Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, социаллă аталану пай пуçлăхĕ Александр Чамеев, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, Чăваш Республикинчи мăсăльман тĕн управленийĕн представителĕсем, Патăрьелĕнчи Державная Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркỹри пачăшкă Александр Синяков иерей, тĕрлĕ çарта служба тивĕçне пурнăçланă ветерансем, призывниксен ашшĕ-амăшĕ, аслă класра вĕренекен пулас салтаксем хутшăнчĕç. Районти çар комиссарĕпе ытти тухса калаçакансем çуркуннехи призывпа салтак ретне тăма хатĕрленекенсене вăй-хăват, пысăк кăмăл-туйăм сунчĕç. Призывник кунне хутшăннисене Патăрьелĕнчи клуб системин артисчĕсем яланхиллех илемлĕ юрăпа хавхалантарчĕç.

Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Пограничниксен кунĕнче, районти çар комиссариатĕнчен çуркуннехи призывăн пĕрремĕш ушкăнне Тăван çĕршыва сыхлама ăсатрĕç. Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов çар ретне тăма хатĕр каччăсене телейлĕ çул, çар командованийĕ ыйтнине чыслăн пурнăçлама сунчĕ.

Сăмах май, çурхи призывра икĕ районпа 50 ытла каччă çар ретне тăмалла.

А. ЕГОРОВА

Авангард



31 мая 2019
10:30
Хроника
Поделиться