Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачалăх, ачалăх - телейлĕ тĕнче, юлать асăнмалăх кашнин чĕринче

Первомайскинчи "Шуçăм" ача садне 80 ача çỹрет. Ỹссе çитĕнекен ăру кунта тата Каншелĕнчи филиала 9 ялтан килет. Кỹршĕллĕ Комсомольски районĕнчи Йỹç Шăхалĕнчен те çул тупнă.

Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани илсе ỹсме май пурах кунта. Йĕркеллĕ утма, чупма, калаçăва сыпăнтарма пĕлменскерсене илеççĕ те шкула кайма юрăхлă пăхса çитĕнтереççĕ. Ачасемпе 6 воспитательница ĕçлет. Пурте пĕрремĕш категориллĕ. Ĕç ăсталăхне пĕлекенскерсем. Т. Герасимова, Г. Киргизова воспитанникĕсем районти конкурссене те тăтăш хутшăнаççĕ. Т. Хураськина вара "Çулталăк воспитателĕ" конкурс призерĕ пулчĕ.

Н. Тихонова музыка ертỹçи пирки ăшă сăмах нумай илтме пулать. Нина Валентиновна занятисем ирттернисĕр пуçне ачасене юрлама, ташлама вĕрентекен кружоксене те кăмăлтан ертсе пырать. Сăмах май çакна та каламалла- коллектив çулленех халăх умне "Ачалăх планети" отчетлă концертпа тухать. Çитĕнекен ăру пултарулăхĕ яр-уççăн курăнать унта. Ĕçлекен персонал та айккине юлмасть. Çак мероприятин тепĕр паха енĕ те пур. Выртакан чул айĕнчен шыв юхмасть, теççĕ. Коллектив вăйĕпе хатĕрленĕ концертра пухăннă укçа-тенкĕ сцена çине тухмалли тумсем çĕлеттерме каять. Лайăх-çке. Ачасен те, кунта ĕçлекенсен те чăваш наци тумĕ таранах пур.

Садике çỹрекенсене "Çамрăк эколог" программăна тĕпе хурса воспитани парса ỹстерме тăрăшаççĕ. Кашни ỹсен-тăран сиплĕхне, наркăмăшлă пулнине, вĕçен-кайăк усă кỹнине, хур кăтартнине, чĕр чун илĕртнине, патне пыма юраманнине, йыт-кашкăр хăратнине ачаранах вĕрентсе пыраççĕ.

Воспитани парасси - пĕрлехи ĕç. Коллектив ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнура. Пĕрлехи мероприятисене аслисем килсех çỹреççĕ. Календарьпе çыхăннă уявсене ирттернĕ чухне ашшĕ-амăшĕ тĕрлĕ сăнара калăплама та ỹркенмест.

- Кулленхи ĕçре ачасен ашшĕсен канашĕ сахал мар пулăшу кỹрет. Ăна С. Викторов ертсе пырать. Вĕсен хăйсен те 5 ачи çакăнта çỹресе ỹснĕ. Кăçал хĕрĕ тухать,- тет садик заведующийĕ Н. Емельянова.- Коллектив пĕр шухăшлă пулни те ĕçе малалла яма май парать. Юрра-ташша ăста кашнийĕ. Спортпа та туслă.

Паян садикпе 18 ача сывпуллашрĕ. Пĕринчен тепри маттур, тавçăруллă. Шкул парти хушшине ларма тăрăшса хатĕрленĕ вĕсене. Ку енĕпе воспитательсен, 18 çул заведующинче, маларах 13 çул педагогра ĕçленĕ Н. Емельяновăн ĕç практики çителĕклех. Уявсен программине кашни хутĕнчех Надежда Александровна хăй çырать. Чăвашла йĕркелени те кăмăла каять. Çакăнпа ашшĕ-амăшĕ те савăнать.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



31 мая 2019
10:34
Хроника
Поделиться