Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сител - хитре вырăн, ĕмĕр-ĕмĕр пурăн!

Сителсемшĕн кăçалхи майăн 21-мĕшĕ ĕмĕр асăмра юлĕ. Шăпах ялăн престольнăй праçникĕнче, Иоанн Богослов апостол кунĕнче, икĕ çул юппинче Укăлча юпине сумлă лару-тăрура уçрĕç. Юрий Степанов вырăнти депутат пуçарса йĕркелесе пынипе тата халăх вăйĕпе кĕске вăхăтра капмар палăк çĕкленчĕ. Çавăн пекех Алексей Анисимовăн ятне асăнса хăвармаллах. Çак илем - унăн ылтăн аллисен "çимĕçĕ". Малашне кунта яшсем çара кайнă чухне пуçтарăнĕç, çемье çавăракансем пил илĕç.

Пухăннисене сăваплă ĕçшĕн тав туса район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Никитин, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Алексей Емельяновпа Димитрий Выросов, тулли мар яваплă "Сидели" пĕрлешỹ ертỹçи Александр Иванов, Первомайскинчи Христос çуралнă тата Сителти Иоанн Богослов ячĕллĕ чиркỹсен настоятелĕ Сергий Пегасов, çак ялта çуралса ỹссе Шупашкарпа Канашра тĕпленнĕ, яланах витĕмлĕ пулăшу кỹрекенсем Вячеслав Камышевпа Родион Мясников, Канаш районĕнчи Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Руссков ертсе пыракан делегаци, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкул директорĕ Сергей Матюшкин тата ытти хăнасем тухса каларĕç.

- Çулран-çул çынсем хăйсен пĕчĕк Тăван çĕршывне тимлĕх ытларах та ытларах уйăрни чăннипех те савăнтарать. Хамăр вăйпа пурнăçланă ĕçĕн ячĕ-сумĕ вара яланлăхах халăх асĕнче юлать. Юрий Степанов пек харсăр арсем тăрăшнипе ялсем малалла аталанасси куç кĕретех. Сирĕн ырă тĕслĕхпе ыттисем те кăсăкланаççĕ, - терĕ Рудольф Васильевич стелла тума хастар хутшăннисене район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе чысланă май.

Ялăн кун-çулĕпе кĕскен педагогика ĕçĕн ветеранĕ Вера Козлова паллаштарчĕ. Пирĕн йăхташсем 1651 çулта хальхи Канаш районне кĕрекен Сителтен куçса килнĕ. Ял ятне те сыхласа хăварнă. Уявра тинех икĕ Сител халăхĕ тĕл пулчĕ, пĕрле ташă картине тăчĕ, юрăсем шăрантарчĕ. Сĕтел хушшинчи ăш пиллĕ калаçу хыççăн туслă çыхăнăва малалла аталантарма пулчĕç вĕсем.

А. КОЗЛОВ

Авангард



24 мая 2019
15:42
2019 год
Поделиться