Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Салтака каяççĕ маттурсем

Çак кунсенче çуркуннехи призыв комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова хутшăннă.

2019 çулхи çуркуннехи призывра Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи 55 каччăн Тăван çĕршыва хỹтĕлеме кайма ят тухĕ. Йĕкĕтсен 40 проценчĕ водитель удостоверенине илме ĕлкĕрнĕ, тăваттăшĕ - аслă пĕлỹллĕ, пĕри вара çемьеллĕ. Салтак тумне тăхăнма хатĕрленекенсен пĕрремĕш ушкăнне Пограничниксен кунĕнче - майăн 28-мĕшĕнче - ăсатĕç. Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов пĕлтернĕ тăрăх, çамрăксем кăмăлтан çара каяççĕ. Хĕрачасем çар профессине суйлани те савăнтарать.

(Хамăр корр.)

Авангард



24 мая 2019
15:51
Поделиться