Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Малалла талпăнакан çемье

Нăрваш Шăхалĕнчи Ларисăпа Юрий Адикинсем çемье çавăрнăранпах çĕрпе тăрăшаççĕ. Хирти чылай ĕçе вĕсем хăйсен вăйĕпех пурнăçлаççĕ. Техника та, кăкарса çỹ- ремелли хатĕрсем те çителĕклех. Кил хуçин алли чăн-чăнах ылтăн. Юрий МТЗ-82 , Т-30 маркăллă тракторĕсемпе хăйех ĕçлет. Пĕрин çинчен анать те теприне хускатса уя васкать. Юсамалла пулсан та çынран ыйтмасть.

Çемье çĕр улми, сухан вăрлăхĕ, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, кишĕр гектарĕ-гектарĕпе çитĕнтерет. Тыр-пул, курăк валли те лаптăкĕ çителĕклех. Хирте çитĕнтернĕ çимĕçе пухса кĕртме ял çыннисене чĕнеççĕ, укçине вăхăтра тỹлеççĕ. Çавăн пекех вĕсен вите тулли выльăх тăрать: ĕнесем, пăрусем...

Адикинсен пушă вăхăт çукпа пĕрех. Юрий алăк, чỹрече лартса çỹрекен фирмăра, Лариса Патăрьелĕнчи "Светофор" лавккара тăрăшать. Мăшăр икĕ хĕре пурнăç парнеленĕ. Вĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех маттур та пултаруллă. Канашри медицина колледжĕнче юлашки çул вĕренекен Лена шкулта чухнех юрра-ташша ăстаччĕ. Конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнатчĕ. Спортпа та туслă. Пиллĕкмĕш класра ăс пухакан Оля та аппăшĕнчен юлмасть. Вĕренỹре ĕлкĕрсе пырать. Ĕçлĕхлĕ çемье ял тăрăхĕнчи мероприятисене те хастар хутшăнать, ватă çынсене те нумай пулăшать. 

О. БЕЛЬДЕКОВА

Авангард



24 мая 2019
15:56
2019 год
Поделиться