Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çар ретне тăма хатĕрленеççĕ

Çитĕнекен ăрăва çарпа патриотла воспитани парас енĕпе палăртнă мероприятисен планĕпе килĕшỹллĕн Сăкăтри вăтам шкулта районти вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ пухакан ачасен çар хатĕрленĕвĕсем пуçланчĕç. Вĕсем пилĕк куна тăсăлаççĕ. Çак вăхăтра каччăсем çар пурнăçĕпе паллашаççĕ, теори пĕлĕвĕсене илеççĕ, тактикăна хăнăхаççĕ, хỹтĕлев ыйтăвĕсене тишкереççĕ тата ытти те.

Сбора уçма районти вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов, Раççей Федерацийĕн хĕç-пăшаллă вăйĕсен районти ветеранĕсен канашĕн председателĕ С. Шадиряков, "Морское братство - союз моряков" обществăлла организацин канашĕн председателĕ А. Казенов, чикĕре хуралта тăнисен районти уйрăмĕн ертỹçин çумĕ Н. Тинюков, Сăкăтри вăтам шкул директорĕ, вĕрентỹ сборĕн начальникĕ А. Падусев, ОБЖ вĕрентекенĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем çар ретне тăма кĕрнеклĕ, çирĕп, анлă тавракурăмлă, тарăн ăс-тăнлă каччăсем кирлине каларĕç.

Çар ретне тăма хатĕрленекенсен камран ырă тĕслĕх илмелли те пурах. Шăмăршă тата Патăрьел районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 74 çул çитнине уявланă чухне çамрăк армеецсем парада кăтартуллă ирттерсе яма пулăшнăшăн вĕсен ОБЖ вĕрентекенĕсене тав çырăвĕсемпе чысларĕ.

Сборти 4 взводра районти 13 вĕренỹ учрежденийĕнчи 111 ача пуçламăш çар пиçĕхĕвне илет. Кунне икĕ хутчен вĕсене вĕри апат çитереççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



24 мая 2019
15:49
Хроника
Поделиться