Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çемье - çĕршыв тĕрекĕ

Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче районти Мăшăрлану керменĕнче сумлă мероприяти иртрĕ. Уява Патăрьелĕнчи Комиссаровсем, Ляпкинсем, Чаштановсем, Паймулинсем, Шăнкăртамри Алимовсем, Нăрваш Шăхалĕнчи Чангасем хутшăнчĕç.

Çемье - юрату çăл куçĕ. Иккĕнре- пурнăçăн илемĕ. Ик чĕре пĕр туйăмпа пурăнсан çемье телейлех. Çак сăмахсем шăпах Комиссаровсене пырса тивеççĕ те. Лариса Алексеевнăпа Евгений Николаевич çемье çавăрнăранпа 25 çул çитрĕ. Çак хушăра мăшăр ачасем те çуратрĕ, çурт та лартрĕ, йывăç та çитĕнтерет. Аслă хĕрĕ - Эвелина - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн вунпĕрмĕш класĕнчен вĕренсе тухать. Настьăпа Катя та çак вĕренỹ заведенинех çỹреççĕ. Пĕринчен тепри матур, чипер, илĕртỹллĕ хĕрĕсем.

Килĕшỹллĕ çемьене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ С. Чернова, ял тăрăхĕн ертỹçи Н. Ялуков саламларĕç. ЗАГС пайĕн начальникĕ Н. Емелина мăшăра 50 çул пĕрле пурăннине чыслă лару-тăрура палăртма май паракан уява чĕнсе сертификат пачĕ.

Çемье пысăк малашлăхпа пурăнать. "Каялла е вырăнта пĕр утăм та, яланах малалла, хамăр йышпа" текен хавхалантаруллă чĕнỹ вĕсен.

Чангасен çемьере иккĕмĕш ача çуралнă. Çак ятпа Анастасия Игоревнăпа Василий Владмировича саламласа Чăваш Енри Пенси фончĕн районти уйрăмĕн представителĕ В. Егоров ача амăшĕн капиталĕн сертификатне пачĕ.

Нумай ачаллă çемьесен статусне ỹстерес тĕлĕшпе Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев пуçарнипе виçĕ е ытларах пепке çитĕнтерекенсене удостоверенисем параççĕ. Кăçалхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне çакнашкал чыс 708 çемьене тивĕçмелле. Вĕсенчен 574-ĕнче виçĕ, 94-шĕнче 4, 32-шĕнче 5, 6-шĕнче 6, 2-шĕнче 7-шер ача çитĕнет.

Удостоверени культура учрежденийĕсене, физкультурăпа спорт организацийĕсене, парксене, выставкăсене çăмăллатнă йĕркепе çỹреме май парать. Районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина тата хĕрарăмсен канашĕн председателĕ А. Горшкова тивĕçлисене унпа чысларĕç. Ку хутĕнче çак савăнăç Ляпкинсене çитрĕ. Вĕсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтереççĕ. Алина Владимировна И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш пашалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕнче, Дмитрий Николаевич "СтройМеталлСервис" пĕрлешỹре ĕçлеççĕ.

Алимовсен те виçĕ ача çитĕнет. Вĕсем "Стройкомфорт" организацинче ĕçлеççĕ. Лейсен юрист, Дамир тĕп инженер пулса тăрăшать.

Чаштановсенчен те тĕслĕх илмелĕх пур. МФЦра ĕçлекен Марийăпа Ирек предприниматель Аделия, Диана хĕрĕсемпе Даниил ывăлне çитĕнтереççĕ.

Социаллă хỹтлĕх сферинче ĕçлекен Айгульпа килти хушма хуçалăха тытса пыракан Руслан Хафизовсем Илья, Ильсия, Риаз ачисемшĕн тĕслĕхлĕ аттепе анне.

"Россельхозбанк" уйрăмĕн районти филиалĕнче ĕçлекен Наташăпа судра вăй хуракан Александр Паймулинсем те удостоверени илнĕшĕн хавас. Вĕсен пĕр ывăлпа икĕ хĕр ỹсет.

Уяв ячĕпе районти централизациленĕ клуб ĕçченĕсем савăк юрăсем шăрантарчĕç.

Иккĕнрен пуçланать-çке пурнăç, йыш хушăнать, çемье чăмăртанать, ăру малалла тăсăлать. Çемьесем килĕшỹпе пурăнни савăнтарать. Малашлăха та шанăçпа пăхмалла пултăрах вĕсен.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



21 мая 2019
17:15
2019 год
Поделиться