Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юрха утсем чупрĕç çилхи вĕçĕсене вĕçтерсе

Майăн 9-мĕшĕнче "Хĕвеллĕ" уçланкăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 74 çул çитнине халалласа Çĕнтерỹ кубокне илессишĕн юрха утсем старта тăчĕç. Ăмăртăва хамăр районтан тата Шупашкар, Канаш, Елчĕк тăрăхĕсенчен, Ульяновск облаçĕнчен, Тутар Республикинчен килнĕ 32 урхамах хутшăнчĕ.

Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов уçрĕ. Пурне те ăшшăн саламланă май ăнăçлă ăмăртма, çĕнтерме сунчĕ. Çавăн пекех республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Ю. Исаев, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов, В. Чапаев ячĕллĕ лаша завочĕн директорĕ Р. Малов тата ыттисем те сăмах илчĕç.

Чупăва хутшăнакан урхамахсем пĕринчен тепри хỹхĕмрех те маттуртарах. Пăхса ытармалла мар. Утнă чухне те хăйсен хакĕ- сене ỹкермесĕр пуçĕсене уха- уха илеççĕ. Ăмăртнă вăхăтра вара вĕçеççĕ тейĕн. Çавăнпах пуль лашасем чупнине курма юратакансем те питĕ нумайăн. Хальхинче те спортăн çак тĕсĕпе "чирлисем" чылайăн пухăннă. Вĕсем куç илми кашни чупăва пăхрĕç. Пурĕ вара вăл 11 этап пулчĕ. Старта виçшер ут тăчĕ. Кашнийĕнчех мала тухнисене палăртса пычĕç. Пурте ăмăртса пĕтернĕ хыççăн 11-15-мĕш вырăнсене йышăннисем Акатуй-Сабантуйра темиçе хутчен те чемпион пулнă Г. Ахтямов лаша спорчĕн ветеранĕн кубокне çĕнсе илессишĕн тепĕр хут старта тăчĕç. Кунта Пăлапуç Пашьелĕнчи С. Кузьмичев тытса пыракан Комбинатор ута çитекенни пулмарĕ. Вăл 1600 метрлă дистанцие 2 минут та 14 çеккунтра чупса тухрĕ.

6-10-мĕш вырăнсене йышăннисем Етĕрнери сĕт-çу завочĕ паракан парнене илессишĕн тупăшрĕç. Тутар Республикинчи Пăваран килнĕ лаша мала тухрĕ.

Çĕнтерỹ кубокĕшĕн пынă ăмăрту вара питĕ хĕрỹ иртрĕ. Старта Патăрьел тăрăхĕн тăватă тата Шупашкартан çитнĕ пĕр ут тăчĕç. Дистанцие чи кĕске вăхăтра Д. Галимзянова тытса пыракан Патăрьелĕнчи Г. Раковăн урхамахĕ Винтер Лок тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшне Шăнкăртамри Р. Абитов тытса пыракан Лучедор тата республикăн тĕп хулинчен килнĕ Хиборг (хуçи М. Пыркин) йышăнчĕç.

О. ПАВЛОВА

Авангард



17 мая 2019
15:25
Хроника
Поделиться