Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕллев пĕрре - халăхшăн тăрăшмалла пĕрле

Майăн 15-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем: Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ; çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасемпе çамрăксен канăвне йĕркелесси, сывлăхне çирĕплетесси; çурхи ака-суха ĕçĕсем; çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнасси. Çак тата ытти ыйтусене сỹтсе явма, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан халăхпа курнăçса калаçма тĕп хуламăртан Чăваш Республикинчи "Чувашия-Мед" страхлав компанийĕн генеральнăй директорĕ Гульнара Акимова, республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев килчĕç.

Информаци ушкăнне чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов йышăнчĕ, район пурнăçĕпе, паянхи лару-тăрупа, малашлăх плансемпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн пурте пĕрле "Исток" çĕр ĕç фирминчи çĕр улми лартакан уйра (ỹкерчĕкре), "Труд" ЯХПКри куккурус акакан анара пулса хуçалăх ертỹçисемпе, специалистсемпе, механизаторсемпе калаçрĕç, ака-суха ĕçĕсене мĕнлерех кăмăлпа вĕçлесе пынипе кăсăкланчĕç. Сăмах май каласан, районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурне те Турă аллине панă. Хальхи вăхăтра çĕр ĕçченĕсем пропашнойсене акаççĕ-лартаççĕ.

Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" ял хуçалăх предприятийĕн аталанăвĕпе паллашнă май, Информаци кунне хутшăннисемшĕн ял тăрăхĕнче паянхи кун çивĕч ыйтусене мĕнле татса пыни те кăсăклă пулчĕ. Поселени çумĕнче йĕркеленĕ ирĕклĕ пушар командин ĕçĕ-хĕлĕпе, пушара хирĕç кĕрешекен йĕркесемпе, ял тăрăх территорийĕнче пуçару бюджечĕн программипе коммуналлă хытă каяшсене пуçтарса пыракан контейнер площадкисене вырнаçтарнипе вĕсем кăмăлтан паллашрĕç. Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Раськин паянхи кун ТКО каяшĕсене тирпейлĕн пуçтарса вырнаçтарас тĕлĕшпе туса пыракан паха опычĕ ытти ял тăрăхĕсемшĕн те тĕслĕхлĕ пулма тивĕç. Хальлĕхе поселенинче мĕн пур йĕркене тивĕçтерекен 16 площадка (24 пулмалла) вырнаçтарнă.

Çак кунхинех Турханти "Кив çурт" лапамĕнче шкул ачисен "Зарница" тата "Орленок" çар вăййисен 51-мĕш сезонĕ уçăлчĕ. Çамрăк армеецсене, çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисене Информаци кунне хутшăнисем çивĕч тупăшу, хастарлăх, пысăк пултарулăх сунчĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



17 мая 2019
15:50
Поделиться