Патăрьел районĕ
Ĕнер ЧР Стройминĕн хула тăвакан канашĕнче Тикеш ялĕ çумĕнче археологи комплексне тумалли проектăн эскизне пăхса тухнă. Проекта ЧР тава тивĕçлĕ художникĕпе Юрий Ювенальевпа унăн ывăлĕ Сергей Ювенальев художник-дизайнер хатĕрленĕ. Проектпа килĕшуллĕн, комплекс икĕ пайран тăрĕ. Кунта чылай çурт-йĕр çĕклеме палăртнă. Авторсен шухăшĕпе, хура тата шурă мунчасене вутăпа хутĕç. Варринче туристсен комплексĕ пулĕ. Вăл хăна çурчĕсенчен, музейре, администраци офисĕсен¬чен, инженери инфратытăмĕнчен, хуçалăх блокĕсенчен тăрĕ. Асăннă территори «Нурăс - Патăрьел - Елчĕк» автомобиль çулĕ çинче, Тикеш ялĕн анăç енче вырнаçĕ. Археологи комплексне хута яни Патăрьел районне аталанма пулăшасса шанаççĕ. Çав вăхăтрах Чăваш Енре туристсем валли интереслĕ тепĕр маршрут та пулĕ.
Хыпар