Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çемьере - виççĕмĕш, районта - çĕрмĕш

РАЙОН администрацийĕн ЗАГС пайĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кун çути курнă 100-мĕш пепкене регистрациленĕ. Телейлĕ çемье - Сителтен. Владимирпа Марина Выросовсем виççĕмĕш тĕпренчĕкне алла илнĕ. Ашшĕпе амăшĕ çеç мар, аппăшĕпе пиччĕшĕ те пĕчĕк Даринăшăн тем пекех хĕпĕртенĕ.

Çак кунсенчех "аист" Еншикри Петрпа Ирина Козловсен çемйине çиччĕмĕш, Патăрьелĕнчи Александрпа Роза Сейфуллинсен çемйине иккĕмĕш пепке илсе килнĕ. Çамрăк мăшăрсене пысăк савăнăçпа ЗАГС пайĕн начальникĕ Наталья Емелина, районти хĕрарăмсен канашĕн членĕ Ольга Гусарова саламланă, ашшĕ- амăшне те, пĕчĕк пепкисене те сывлăх та телей суннă.

Авангард



14 мая 2019
09:44
2019 год
Поделиться