Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ас тăватпăр, пуç таятпăр

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 74 çул çитнине халалласа районти кашни ял тăрăхĕнчех тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕç. Палăк умне пухăннисем хаяр вăрçăран таврăнайман тата мирлĕ вăхăтра пурнăçран уйрăлнă çĕнтерÿçĕ салтаксене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, чечек çыххисемпе кăшăлĕсем хучĕç.

Именкасси. Кунта пурăнакансем вăрçăра тата кайран пуç хунă ентешĕсен ячĕсене çитес ăрусен асĕнче хăварас тĕллевпе тата вĕсене сума суса кăçал палăк çĕкленĕ? Ирĕклĕ, лăпкă тÿпеллĕ, сар хĕвеллĕ кун килтĕр тесе Именкассинчен 151 çын вăрçа тухса кайнă. Вĕсенчен 75не çеç шăпа тăван тăрăха таврăнма пÿрнĕ. Аслă Çĕнтерÿ 74 çул çитнĕ май сумлă палăка уçнă çĕре ял-йышпа пĕрлех  çак ялта çуралса ÿссе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем те хапăл тунă.

- Паттăрсене манма юрамасть. Çамрăксем вĕсенчен тĕслĕх илсе ÿссен вăрçă хирĕсенчен таврăнайман ентешсен ячĕ-сумĕ ĕмĕр-ĕмĕр кашни чĕринче упранĕ, - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов сăваплă ĕçре пуçарулăх кăтарнă хастарсене Тав çырăвĕсемпе чысланă май.

Историе çырăнса юлакан мероприятие пухăннисем умĕнче Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекенсем вăрçă вăхăтĕнчи самантсене сăнлакан сăнарсене калăпланă, çав вăхăтри юрăсене шăрантарнă 

Пăлапуç Пашьел. Майăн 8-мĕшĕнче вăрçăран таврăнайманнисене асăнса лартнă палăк умĕнче митинг иртнĕ. Çĕнтерÿ кунне халалласа йĕркеленĕ «Вилĕмсĕр полк» акцие ватти-вĕтти хастар хутшăннă.

Уява хутшăннисене Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин, Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи казначей уйрăмĕн пуçлăхĕ Николай Федоров, Сретени чиркĕвĕн настоятелĕ Иоанн атте, ял старости Леонтий Александров саламланă. Митинга хутшăннисем паттăрсене сума суса палăк умне чечек кăшăлĕсем хунă, вăрçă паттăрĕсене хисеп туса пуç тайнă.

Шел, çĕнтерỹллĕ çуркуннене пирĕнпе пĕрле кĕтсе илекен ветерансен йышĕ çулсерен сахалланса пырать. Пăлапуç Пашьелĕнче те иккĕн çеç юлнă. Салтак арăмĕсем, тыл хастарĕсем, салтак ачисем те сайралаççĕ.

Уяв ячĕпе ирттерекен митинга ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М. Хакимов уçрĕ. Марат Шейхуллович ветерансене, тыл ĕçченĕсене, тăлăха юлнă салтак арăмĕсене, вăрçă ачисене, пухăннисене уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. Çавăн пекех ял тăрăх депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Х.Сабитов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ З. Сабитов, Т. Айзатуллов педагог-ветеран, ял старости З. Са- лихов, имам-хатыб Алиэскер хэзрет, вăтам шкул директорĕн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ А. Хакимова саламларĕç.

Пĕр минут шăп тăнă хыççăн вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç, унтан ветерансене парнесем пачĕç.

Вĕренекенсемпе вĕрентекенсен уяв концерчĕ пулчĕ.

Паянхи телейлĕ пурнăçшăн пуç хунисене асра тытмаллах пирĕн. Вĕсем пирĕн чĕресенче яланлăхах упранĕç. Ветерансен умĕнче пуç тайса тав сăмахĕ калатпăр.

Çĕнĕ Ахпỹрт.

Çĕнтерỹ кунĕ çултан-çул аякка юлса пырать. Çавах та эпир аттесемпе асаттесем паянхи телейлĕ пурнăçшăн алла хĕç-пăшал тытса мĕнле çапăçнине пĕлетпĕр.

Ял халăхĕ Çĕнтерỹ кунне уявлама тĕп площаде пуçтарăнчĕ. Малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Майрушкин сăмах илчĕ. Унтан район администрацийĕн право тата кадр ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Н. Каргина, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕ А. Кузнецова, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Е. Мартышкин, "Родина" ЯХПК председателĕ В. Синеев, запасри офицер В. Люкин тухса калаçрĕç.

Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем çар тематикипе çыхăннă музыка композицине кăтартрĕç. Пурте пĕрле "День Победы" юрларĕç. Шăплăх минучĕ хыççăн тыл ветеранĕ- семпе çамрăк армеецсем вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

А. ИВАНОВА

Авангард



14 мая 2019
09:56
Поделиться