Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юрха утсем старта тăрĕç

ÇĔНТЕРỸ кунне район центрĕнче çеç мар, кашни ял тăрăхĕнчех чыслăн та сумлăн ирттерсе яма, вăрçă ветеранĕсемпе тыл хастарĕсене, салтак арăмĕсене саламлама хатĕрленеççĕ. Майăн 9-мĕшĕнчех районта тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕ те ирттерме палăртнă. Вĕсенчен чи пысăкки тата пĕлтерĕшли - юрха (рысистые) утсем старта тăни, çуллахи сезона уçни. Акатуй-Сабантуй иртекен "Хĕвеллĕ" уçланкăра старт илме хатĕрленекен урхамахсем сахалăн мар, 33-ĕн пулаççĕ. Яланхиллех Патăрьелсен вăйлă юрха лашисемпе юнашар Тутар Республикинчи Пăва районĕнчен, Чĕмпĕртен килнĕ спортсменсем те тупăшĕç. Спортăн çак енĕпе "чирлисем" митинг хыççăн лашасем чупнине курма уçланкăна кайма пултараççĕ.

Авангард



07 мая 2019
11:18
Хроника
Поделиться