Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕл вĕçрĕç ялавсем, шăранчĕç юрăсем

Çуркуннепе Ĕç уявĕн кунĕнче ирпе-ирех Патăрьелĕнчи Тĕп площадьре савăк юрă-кĕвĕ çеç мар, хĕвеллĕ те ăшă çанталăк та демонстрацие хутшăнакансен кăмăлне тата ытларах çĕклерĕ. Тĕрлĕ професси представителĕсен пĕрлĕхне тата пĕр шухăшлăхне палăртакан хаваслă уява район центрĕнчи организаци-предприяти, тĕрлĕрен харпăрлăх формиллĕ учрежденинчи ĕç коллективĕсемпе пĕрлех ватти-вĕтти, уява хапăл тăвакан ытти хастарсем район администрацийĕ умне пуçтарăнчĕç. Ялавсемпе тĕрлĕ тĕслĕ шарсем, чечексем уяв колоннисене тата ытларах илем кỹчĕç.

Чăн малтанах уява пуçтарăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ - Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн Патăрьел районĕнчи уйрăмĕн секретарĕ Рудольф Селиванов саламларĕ. Рудольф Васильевич хăйĕн сăмахĕнче уйрăмах çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх шутланакан ĕç ветеранĕсем умĕнче пуç тайнине, пĕрлĕхре вăй, пĕр шухăшлăхра çитĕнỹ те ăнăçу пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех салам сăмахĕпе Патăрьел районĕнчи профсоюзăн Координаци канашĕн председателĕ Нина Мазякова, агропромышленность комплексĕн тата районти вĕрентỹпе наука профсоюзĕсен работникĕсен ертỹçисем Илья Васильевпа Светлана Елагина тухса калаçрĕç, пурне те тăнăç пурнăç, ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕç. Халăх уявĕнче çулталăк тăршшĕпе пысăк хастарлăх кăтартнă профсоюз организацийĕсене районти профсоюзăн Координаци канашĕн Тав çырăвне парса чыс турĕç.

Уявăн савăнăçлă пайне пăхса киленме те кăмăллă пулчĕ. Районти централизациленĕ клуб системин, Патăрьелĕнчи искусство шкулĕн работникĕсем, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти çамрăк артистсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе тỹпенелле вĕçтерсе янă хăмпăсем вара кашнин чĕринче ырă туйăм çуратрĕç.

А. ЕГОРОВА.

Хаклав

Альбина МАЙРИНА, Патăрь-елĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ:

- Çуркуннепе Ĕç уявне эпир çулсеренех коллективпа хастар хутшăнатпăр. Пирĕнпе юнашар тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансем пулни те кăмăллă. Чылайăшĕ уява çемьепе, мăнуксемпе тухнине те ырламалла. Аслă ăру çыннисем уяв колоннисене илем кỹни те пархатарлă. Малашне те пире кашнинех ĕç яланах тулли кăмăл, савăнăç парнелетĕр, çутă шанăç кỹтĕр.

Авангард



07 мая 2019
11:13
Поделиться