Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Майăн 6-мĕшĕ тĕлне "Красное Знамя", "Исток", "Шанс", "Звезда", "Тойсинская", "Сидели", "Движение", "Югель", "Малалла", "Труд" ял хуçалăх предприятийĕсенче, "Батыревский" улма-çырла питомникĕнче, Н. Федоров, С. Манзуркин, В. Михайлов, М. Лаврентьева фермер хуçалăхĕсенче пĕр- чĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ.

Районĕпе тыр-пул 11409 гектар е палăртнин 80 процентне акнă, вăл шутран урпа - 5253 гектар, тулă - 4812, сĕлĕ - 1091, пăрçа - 162, вăрлăх валли вика - 91 гектар.

Пахча çимĕç хальлĕхе 50 гектар йышăнать.

Сахăр кăшманĕ 240 гектар, пĕр çул ỹсекен курăксене - 918, нумай çул ỹсекеннисене 613 гектар никĕсе хывнă.

Çĕр улми вăрлăхне 220 гектар лартнă, ку ĕç хуçалăхсенче малалла пырать.

Авангард



07 мая 2019
11:14
2019 год
Поделиться