Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Района икĕ çĕнĕ автобус хутшăннă

ÇАК кунсенче республикăри вĕрентỹ учрежденийĕсен техника паркне çĕнетес тĕллевпе 27 шкул автобусĕ илсе килнĕ. Вĕренекенсене илсе çỹрекен хăтлă транспорта 17 район-хулана ăсатнă. Телейлисен шутне Юхмапа Пăла тăрăхĕ те кĕнĕ. Патăрьелсене харăсах икĕ шкул автобусĕ тивĕçнĕ! Вĕсенчен пĕри Ыхра Çырминчи, тепри Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти ачасене çул çинчи çăмăллăхпа тивĕçтерĕ. Çĕнĕ автобуссене те шута илсен малашне пирĕн районти вĕренỹ учрежденийĕсем çумне çирĕплетнĕ 25 техника куллен ирхи рейса тухĕ.

ЧР Вĕренỹ министерствин информацийĕ тăрăх, хăш-пĕр шкулта ачасене шкула илсе çỹремелли транспорт кивелнĕ, теприсен вара вĕренỹ учрежденийĕсене оптимизациленĕ май çĕнĕ маршрутсем уçма кирлĕ. Автобуссене çак тĕллевпе илсе килсе валеçнĕ те.

Авангард



07 мая 2019
11:21
Хроника
Поделиться