Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

 Патăрьелти 1-мĕш шкултаачасен пултарулăх ушкăнĕсен «Мăнкун савăнăçĕ» фестиваль ирттернĕ.Ăна Улатăр-Пăрачкав епархийĕн III округĕ, райадминистрацин вĕренту,çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пай, ачасен пултарулăх çурчĕ татаача-пăча искусствăсен шкулĕ йĕркеленĕ. Фестивале хутшăнакансен умне Аслă Арапуç чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей, район администрацийĕн пайĕнпуçлăхĕ Ирина Рубцова тухса калаçнă.Çулсеренех Мăнкуна халалласа районта шкул ачисен пултарулăх ĕçĕсенконкурсĕ иртет.Çавна май 1-мĕш шкулта чи лайăх ĕçсенкуравне йĕркеленĕ.Çамрăк артистсем пухăннисене Мăнкун уявĕн историне юрри-кĕввинче, ташши-сăввинче туллин уçса панă. Уявра «Мăнкун çăмарти» декораципе хушма искусство конкурсĕн çĕнтеруçисене хисеп хучĕпе, пылак çимĕçпе хавхалантарнă.

Хыпар



07 мая 2019
10:51
Хроника
Поделиться