Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вырăнти влаçăн уявĕ

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалласа пысăк уяв иртрĕ. Мероприятие ял тăрăх пуçлăхĕсемпе депутатсем, старостăсемпе ял пуласлăхĕшĕн, муниципалитет аталанăвĕшĕн тăрăшакан уйрăм хастарсем, районти обществăлла канаш представителĕсем, ĕç ветеранĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Пухăннисене уявпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев саламларĕç, яваплă ĕçре çитĕнỹсем сунчĕç.

Паян вырăнти хăй тытăмлăх органĕ обществăпа политика тытăмĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланать. Ял халăхĕн пурнăçĕ, вĕсем хăйсене мĕнлерех туясси, аталану çул-йĕрĕ шăпах унăн ĕçĕн пахалăхĕнчен килет. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хăйĕн сăмахĕнче кĕскен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хутшăннипе пурнăçланакан ĕçсемпе, районти ял тăрăхĕсенче пурăнакан çынсен пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă тĕллевсене чыслăн пурнăçласа пынипе паллаштарчĕ, тĕрлĕ регионсемпе хутшăнса ĕçлени, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни муниципалитет аталанăвĕнче пысăк витĕм кỹнине палăртрĕ, пурне те ăнлануллă ĕçшĕн тав турĕ.

Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев та палăртрĕ, çак ĕçре ял тăрăх пуçлăхĕсене вырăнти депутатсем, старостăсем, обществăлла канаш хастарĕсем пулăшса пыни пĕлтерĕшлĕ пулнине, малашне те муниципалитет аталанăвĕшĕн пĕрле ĕçлемеллине каларĕ.

Уява чыслав саманчĕ тата культурăпа кану центрĕн, ытти культура ĕçченĕсен пуян концерчĕ тата ытларах савăнăç кỹчĕ, пуянлатрĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче ĕçлесе палăрнисем тĕрлĕ шайри наградăна тивĕçрĕç, районти 56 ялта староста тивĕçне пурнăçлакан обществăлла хастарсене удостоверени парса чыс турĕç. Анчах çакна та палăртса хăвармалла: тем сăлтава пула Аслă Чемен ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Г. Медведевпа унти старостăсем çак документа илме сцена çине тухмарĕç.

Авангард,26.04.2019



30 апреля 2019
09:02
Поделиться