Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче "халăх тарçисем" тăхăр ыйту пăхса тухрĕç. Çавăн пекех вĕсене сỹтсе явма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Юрий Кислов, район прокурорĕ Н. Осипов, ял тăрăх пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕн ертỹçисем, предприяти, организаци тата мĕн пур харпăрлăх формиллĕ учреждени руководителĕсем хутшăнчĕç.

Ларăва яланхи пекех районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Михаил Петров ертсе пычĕ. Малтанхи ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова тухса калаçрĕ. Светлана Алексеевна иртнĕ çул бюджет укçи-тенкине пурнăçа кĕртни пирки отчет туса пачĕ. Депутатсем ăна пурте пĕр саслă пулса çирĕплетрĕç. Ун хыççăн тĕрĕслевпе шутлав органĕн председателĕ М. Матюшкинан çумдокладне итлерĕç. Ларура район админстрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Леонид Кузнецов, район администрацийĕн строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕн çумĕ Нина Яковлева, район администрацийĕн право тата кадр ĕçĕсен сектор заведующийĕ Наталия Каргина кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе (вĕсене хаçатра туллин çырнăччĕ) тухса калаçрĕç. Район депутачĕсен Пухăвĕн 2018 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнчи "О прогнозном плане (Программе) приватизации муниципального имущества Батыревского района Чувашской Республики на 2019 год и основные направления приватизации муниципального имущества Батыревского района Чувашской Республики на 2020 - 2021 годы" йышăнăвне улшăнусем кĕртмелли ыйтăва сỹтсе явма пуçласан вара лару-тăру çивĕчленчĕ. Сăмах кунта район центрĕнчи пĕр кафе пирки пычĕ. Ку таранччен чылай йĕркене пăсса ĕçленĕ-мĕн вĕсем. Проекта пăхăнмасăр çуртне те ют çĕр çине кĕререх лартнă иккен. Ĕç-пуç судпах çыхăннă. Депутатсем ку ыйтупа питех те хĕрсе калаçрĕç.

Ларурах награда ыйтăвĕсене те пăхса тухрĕç.

Кун йĕркинче палăртнă ыйтусемпе депутатсем тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

А. ЕГОРОВА

Авангард



30 апреля 2019
09:10
Поделиться