Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Христос чĕрĕлнĕ! Чăн чĕрĕлнĕ!

 Апрелĕн 28-мĕшĕ умĕнхи каç Юхмапа Пăла тăрăхĕсенчи чиркÿсенче те уяв кĕллисем иртрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, мăшăрĕ Антонина Васильевна, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисем, райцентри учреждени-организаци руководителĕсем тата ыттисем те Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн Державнăй иконĕ ячĕллĕ чиркĕвĕнче Александр Синяков иерей ирттернĕ уяв кĕллине хутшăннă.

Александр иерей Иерусалимран илсе килнĕ Сăваплă çулăмран лампадăна чĕртнĕ хыççăн чиркĕве килнисем унран çуртасем çутнă, храм тавра Хĕреслĕ çула тухнă.

Çавăн пекех уявсен уявĕ умĕн Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Феодор Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ĕненекенсене Мăнкунпа саламласа çыру янă.

Мăнкун эрни – уяв эрни! Çак кунсенче Христос чĕрĕлнине  мухтаса савăнмалла. Тĕл пулакансене Мăнкунпа саламламалла. Христос чĕрĕлнĕ! Чăн чĕрĕлнĕ!

А. Иванов

Авангард



30 апреля 2019
09:12
Поделиться