Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мускаври выставкăна хутшăннă

Раççей Федерацийĕн тата Чă-ваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕн преподавателĕн М. Шакировăн икĕ ĕçне Мускавра уçăлнă "Норвуз" уявĕ валли суйласа илнĕ. Унта Крым ỹнерçисемпе пĕрлехи выставка ĕçлеме пикеннĕ. Пĕр ĕçĕ "Родники", тепри "Норвуз" ятлă.

Пĕрлех тата "Пятничный намаз", "На просторах Крыма" ỹкерчĕксем Хусанти выставкăна хутшăнаççĕ. Каярахпа ĕçсене Крыма илсе кайма палăртнă.

А. ИВАНОВА

Авангард, 29.03.2019



29 марта 2019
08:16
Поделиться