Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хисеплĕ ята тивĕçнĕ

"Тĕнчери тутарсен конгресĕ" тата тутар хĕрарăмĕсен "Ак калфак" обществăлла организацийĕсем Хусанта Пĕтĕм тĕнчери тутар хĕрарăмĕсен II съездне ирттернĕ. Унта Раççей Федерацийĕн 67 регионĕнчен (вăл шутра Тутарстан Республикинчен те) тата ун тулашĕнчи 27 çĕршывран делегацисем хутшăннă. Мероприятие наци чĕлхине, культурине çĕршывра, ун тулашĕнче сыхласа хăварас, аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Съезда пирĕн республикăри "Ак калфак" хĕрарăмсен обществин председателĕ, Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти тутар чĕлхипе литература учителĕ С. Ишмуратова тата пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Г. Абейдуллова хутшăннă.

Тутарстан Республикин Президенчĕн 2019 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшỹллĕн Гелсирень Гадельзяновна Абейдулловăна "Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ят панă. Çавна май съездăн пленари пайĕнче Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн наци канашĕн председателĕ, республикăн премьер-министрĕ В. Шайхразиев Г. Абейдулловăна сумлă наградăна тивĕçнипе саламланă.

А. ИВАНОВА

Авангард



26 апреля 2019
09:41
Хроника
Поделиться