Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юрă пулчĕ чун уççи

Районти тĕп больницăн кирек хăш уйрăмĕнче те çулталăкăн кашни тапхăрĕнчех сипленекенсем йышлă. Кĕрлĕ-çурлă, акана пуçăниччен е мĕн çитĕнтернине пухса кĕртнĕ хыççăн сиплеве пыракансем пушшех нумай. Терапи уйрăмĕнче те 40 çын ытла выртать паянхи кун. Пĕрисене сывлăш çулĕсем питĕрĕнме пăхни, теприсене юн пусăмĕ пĕчĕкрех е пысăкрах пулни, виççĕмĕшĕсене ỹпке шыççи пăшăрхантарать. Уйрăм заведующийĕпе Т. Рубцовăпа В. Емильев врач кашнийĕшне тĕрĕс диагноз лартса сиплеме тăрăшаççĕ. Сиплев процедурисене Н. Тихонова, Т. Носова, Э. Мендеева, М. Попова, С. Вахитова, Ф. Камалетдинова тата ытти медицина сестрисем вăхăтра та тирпейлĕн туса пыраççĕ. Çакна сĕнỹсемпе çăхавсен кĕнекине çырса хăварнă йĕркесем те çирĕплетеççĕ.

Шурă халатлă специалистсем эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сиплеççĕ. Çирĕп сывлăхшăн, савăк кăмăлшăн пациентсем хăйсем те тăрăшаççĕ. Уйрăмра сипленекен Т. Тухфатуллин, акă, пĕринче сипленекенсене канмалли вăхăтра чăвашла, вырăсла, тутарла юрăсем шăрантарса савăнтарчĕ. Пурте пĕлекенреххисене ушкăнпа юрларĕç. Юрă пуриншĕн те чун уççи пулчĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард,23.04.2019



24 апреля 2019
10:15
Поделиться