Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, çавăн пекех уйрăм хушма хуçалăхсенче çурхи ĕçсем куллен вăй илсе пыраççĕ. Апрелĕн 22-мĕшĕ тĕлне районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 2217 гектар акнă. Кĕрхи çĕртмене 3220 гектар культиваци тунă, 5067 гектар сỹреленĕ. Нумай çул ỹсекен курăксен 837 гектарĕнче нỹр тытнă.

Кĕрхи культурăсене 155 гектар апатлантарнă.

Çĕр улмие яровизацине 3165 тонна кăларнă.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 1445 тонна имçамланă.

Сухан вăрлăхне 368 гектар акнă.

"Исток" агрофирмăра сахăр чĕкĕнтĕрĕ акма тухнă, ăна 30 гектар никĕсе хывнă.



24 апреля 2019
09:56
2019 год
Поделиться