Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пенза облаçĕн делегацийĕ - Турханта

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов апрелĕн 19-мĕшĕнче Пенза облаçĕн делегацийĕпе тĕл пулнă. Вĕсем ял туризмĕ, предприниматель ĕçне пуçăнакансене паракан пулăшăва йĕркелесси, регионта ял туризмне аталантарассинче регион тата муниципалитет власть органĕсен витĕмĕ пирки калаçнă.

Пенза облаçĕнчи ял хуçалăх министерствин агробизнесăн проектпа тĕллев аталанăвĕн тата агропромышленноçри агротуризм комплекс управленийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Е. Ивашкова ертсе пыракан ушкăн Турханти Н. Пирожков фермерăн утар хуçалăхĕпе паллашнă.

О. ПАВЛОВА

Авангард, 23.04.2019



24 апреля 2019
09:58
Поделиться