Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Наркотикпа кальян вилĕмпе тан

ÇАМРĂКСЕМ тĕреклĕ хул-çурăмлă, ăслă-тăнлă, вăй-халлă çитĕнччĕр тесен чăн малтанах сывă пурнăçпа туслашмалла. Пушă вăхăтра спортпа, физкультурăпа кăсăкланмалла, тĕрлĕрен культура мероприятийĕсене хастар хутшăнмалла тата ытти те. Çирĕпленсе çитмен организма наркотикпа е кальянпа наркăмăшлани - вилĕм патне маларах туртăннипе тан. Çакна шута илсе районта çулленех "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акци йĕркелеççĕ, конкурссем ирттереççĕ тата ытти те.

Нумай пулмасть çеç аслă класра вĕренекен ачасемпе, çавăн пекех ĕçлекен çамрăк специалистсене явăçтарнă "Малашлăх кальянсăр" буклетсен конкурсĕ те кăсăклă иртнĕ. Тупăшура Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти С. Аксянова социаллă педагог пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Авангард,23.04.2019



24 апреля 2019
09:54
Хроника
Поделиться