Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мускаври Тĕп храмра упранĕç

ХАЛЬХИ вăхăтра çĕршывăн тĕп хулинче- Мускавра - "Патриот" культурăпа кану паркĕн территорийĕнче Раççей Федерацийĕнчи Хĕç-пăшаллă Вăйсен Тĕп храмне тума пикеннĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ кĕлĕ çуртне Аслă Çĕнтерĕве, 1941-1945 çулсенчи вăрçăра пуç хунă ветерансене халаллаççĕ. Ыр кăмăллăхпа алă тăсса пулăшакансем валли "Воскресение" фондăн реквизичĕсем те паллă. Вăл РФ Хỹтĕлев министерствин сайчĕ çинче те, районти çар комиссариатĕнче те пур. Çак храмра пирĕн пурнăçшăн пуç хунă мĕн пур паттăрсен ячĕпе хушаматне, ашшĕ ятне, ăçта службăра пулнине тата сăн ỹкерчĕкне те базăна кĕртесшĕн. Ун чухне вара кирек кам пирки ыйтакан информаци те тỹрех чиркỹ стени çинчи экран çине тухакан пулать-мĕн. Пархатарлă та пысăк ĕç вырăнти власть, обществăлла организацисен, çарпа патриотла клубсен, музейсен, вĕренỹ учрежденийĕсен пулăшăвĕсĕр пулаймĕ. Çавăнпа кашни çемье хăйсен тăванĕн сăн ỹкерчĕкĕпе кĕске информацине çывăх вăхăтрах районти çар комиссариатне çитерме васкамалла.

Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра Çĕнтерỹ кунне халалласа районти "Çăкăр" музейĕнче "Спасибо деду за Победу" конкурс старт илнĕ. Унта 5 - 7 класра вĕренекен ачасен А-4 форматлă хут çине вăрçă темипе ỹкернĕ творчество ĕçĕсене пахалĕç, уявччен вара çамрăк художниксен ĕçне хаклĕç. Сăрă "шедеврĕсене" музейра çак уйăх вĕçлениччен çеç йышăнаççĕ.

Авангард, 23.04.2019



24 апреля 2019
09:51
Поделиться