Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Муниципалитет службин ĕçченĕсене чысланă

Апрелĕн 19-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалласа савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан делегаци те хутшăннă.

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене уяв ячĕпе саламланă май вырăнти хăй тытăмлăх обществăпа политика тытăмĕн пĕлтерĕшлĕ институчĕ пулнине палăртнă. Çак тытăмра вăй хуракансем вырăнти халăха хумхантаракан чи çивĕч те пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панине каланă. Вĕсем «пуçаруллă бюджет» программине пурнăçа кĕртес ĕçе хастар хутшăннине пĕлтернĕ. Пурне те тăрăшуллă ĕçшĕн тав тунă.

ЧР Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ Александр Куликов çак уява кăçалхипе 7-мĕш хут паллă тунине каланă. Ăна вырăнти хăй тытăмлăх институчĕн пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе çирĕплетнине аса илтернĕ. Муниципалитет службин ĕçченĕсем хăйсен территорийĕнчи социаллă пурнăçпа экономика ыйтăвĕсене татса панă çĕре хастар хутшăннине палăртнă.

Мероприятие килнисене çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесов тата Николай Малов саламланă.

Вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнисене уявра наградăсем панă. Палăртма кăмăллă, вĕсем хушшинче Юхмапа Пăла тăрăхĕн хастар арĕсемпе чиперкки те пур. Акă, район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăну тытас енĕпе ĕçлекен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Марианна Волкова «Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи лайăх службăшăн» Мухтав паллине, Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕ Константин Михеев тата Турхан ял тăрăхĕн депутачĕ, Упамса старости Игорь Вавилов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахне тата алла çыхмалли сехете тивĕçнĕ. Çавăн пекех Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕ «Чăваш Республикинчи физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе чи лайăх ял тăрăхĕ» конкурсра  çĕнтернĕ.

А. Иванов

Авангард,23.04.2019



24 апреля 2019
10:00
Поделиться