Республикăра та чи кăтартуллисем
Çак кунсенче РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн сотрудникĕсем 2019 çулхи пĕрремĕш кварталти оперативлă службăн ĕçне пĕтĕмлетнĕ.
Канашлу ĕçне Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем Рудольф Селивановпа Владимир Денисов, çак районсен прокурорĕсем Николай Осиповпа Сергей Егоров, Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕн çумĕ Леонид Вакс, РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн ертỹçи, юстици подполковникĕ Андрей Иванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи шалти ĕçсен пайĕн ветерансен канашĕн председателĕсем Аркадий Якимовпа Егор Сетриванов хутшăннă.
Полицин кăçалхи пĕрремĕш кварталти ĕçĕ-хĕлĕ пирки РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ, полици подполковникĕ Андрей Фомин отчет туса панă. Андрей Васильевич районти йĕрке хуралĕнчи оперативлă службăн ĕçĕпе паллаштарнă май тĕп тĕллев преступлени тăвассине чакарасси, патшалăх власть оргнанĕсемпе тата общественность представителĕсемпе ăнланса ĕçлесе профилактика ĕçне вăйлатасси пулнине палăртнă. Пĕтĕмĕшле илсен Патăрьел тата Шăмăршă районĕсене тивĕçтерекен полици сотрудникĕсен ĕçне лайăх хак панă. Кăçалхи пĕрремĕш квартал итогĕпе вĕсем республикăра та чи кăтартуллисем.
Çакна та палăртса хăвармалла. Икĕ районпа преступленисене уçса парас ĕç маларахри çулпа танлаштарсан 8 процент лайăхланнă. Пĕлтĕрхи пĕрремĕш кварталта вĕсене 83,9 процент тăрă шыв çине кăларнă пулсан, халĕ 91, 9 процентне уçса панă. Ку тĕлĕшпе Шăмăршăсем шута илнĕ преступленисене 100 проценчĕпех вĕçне çитернĕ.
А. НИКОЛАЕВА
Авангард,16.04.2019