Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕрлеççĕ тракторсем уйра

ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Д. Паспеков, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, республикăри "Россельхозцентр" управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕн начальникĕ О. Глу- хов, иккĕмĕш номерлĕ метеостанци начальникĕ А. Майорова районта кĕрхи культурăсем мĕнле хĕл каçнине тĕрĕсленĕ. Комисси 12 хуçалăха çитнĕ, мĕн пур лаптăкăн 40 процентне - 2154 гектар - пăхнă. Ку ĕç малалла пырать.

Апрелĕн 14-мĕшĕнче "Исток", "Батыревский", "Труд", "Шанс" хуçалăхсен, А. Петров фермер хуçалăхĕн хирĕсенче трактор сассисем илтĕнме пуçларĕç, вĕсем сỹрелеççĕ, культиваци тăваççĕ.

- Пирĕн район республикăра çур акине малтан тухаканнисенчен пĕри. Ĕнерхи куна 300 гектар сỹреленĕ. Çурхи культурăсене "Исток" агрофирмăра 60 гектар, "Красное Знамя" ял хуçалăх предприятийĕнче 30 гектар акнă. Çитес вăхăтра ыттисем те пуçăнаççĕ, - тесе пĕлтернĕ Л. Кузнецов. 

Д. Паспеков яваплă тапхăра кĕске вăхăтра тата агротехника ыйтнă пек пурнăçламаллине палăртса хăварнă.

(Хамăр корр.).

Авангард,16.04.2019



16 апреля 2019
15:16
2019 год
Поделиться