Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕç сыхлавĕ, çын сывлăхĕпе пурнăçĕ тата ытти ыйтусем тавра

Раççей Федерацийĕн социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи регион уйрăмĕ пирĕн районта Социаллă страховани фончĕн кунне йĕркелерĕ. Семинарта сỹтсе явнă ыйтусем ĕç сыхлавĕпе, çын сывлăхĕпе пурнăçне страхлас, производствăра пулакан инкексене, профессипе çыхăннă чирсене чакарас тата ытти ыйтусене те хускатрĕç.

Вырăна тухса йĕркеленĕ мероприяти умĕн Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи регион уйрăмĕн пай пуçлăхĕ Денис Лукиянов, Чăваш Республикинчи Ĕç министерствин тĕп специалист-эксперчĕ Владимир Гаврилов, республикăри "Хăрушсăрлăх ĕçĕ" вĕрентỹпе методика центрĕн директорĕ Ольга Максимова район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулчĕç, районта социаллă страховани ыйтăвĕпе мĕнле ĕçсем туса пыни, страхлакансене хỹтĕлемелли саккунлă актсене пурнăçа кĕртесси пирки калаçрĕç. Ун хыççăн район администрацийĕн залĕнче районти организаци-предприяти, учреждени, ытти харпăрлăх формиллĕ хуçалăхри яваплă çынсемпе, ертỹçĕсемпе семинар малалла тăсăлчĕ.

Кулленхи ĕçре кирек камшăн та пурнăçа тата сывлăха сыхласси тĕп услови шутланать. Çавăнпа та ĕç сыхлавĕн тĕп принципĕ производствăра пулакан сурансенчен, инкек-синкекрен асăрханасси, професси чирĕсенчен упранасси. Вĕсене пăхăнса ĕçлес тесен чăн малтан ĕçе илекен нормативлă право саккунĕсене çирĕп пăхăнмалла, кирлĕ услови туса памалла. Çак тĕллевпе работникпа чăн малтан инструктаж ирттермелле, ертỹçĕсен хăйсен те ĕç условине лайăхлатас тата ĕç сыхлавĕн йĕркине пăхăнас тĕллевпе вĕрентỹ курсĕ тухмалла. Чăваш Республикинчи Ĕç министерствин представителĕ В. Гаврилов хăйĕн докладĕнче кун пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Сăмах май каласан, 2018 çулта Чăваш Республикинчи вĕрентỹ центрĕсенче 10027 çынна вĕрентнĕ, вăл шутра 2915-шĕ пĕчĕк бизнес субъекчĕн работникĕсем. Пĕлтĕр производствăра республика шайĕпе 175 çын суран илнĕ, 26 çыннăн инкекĕ синкерлĕ пулса тухнă. Пăтăрмахсен сăлтавĕсен пысăк пайĕ - ĕç сыхлавĕн хăрушсăрлăхне пăхăнманни. Пирĕн районта та иртнĕ çул производствăра пĕр инкек пулнă.

Семинара хутшăннисен умĕнче Денис Лукианов производствăра вилĕмпе çыхăннă тĕслĕхсем пурте ĕçлекенрен тата ĕçпе тивĕçтерекенрен, асăрханманлăхран, ĕç сыхлавĕн йĕркине пăхăнмантан пулнине çивĕчлетрĕ, ку тĕлĕшпе яваплăха ỹстермеллине палăртрĕ, вĕрентỹпе методика центрĕн ертỹçи Ольга Максимова Ĕç законодательствинчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ.

Юлашкинчен Патăрьелĕнчи тĕп больницăри медицина работникĕсемпе ĕçлекенсене чирлени çинчен панă электронлă хутсем, страхланнă çынсене реабилитациленмелли хатĕрпе тивĕçтересси, санаторипе курорт сиплевĕ, эмел тăкакĕсене саплаштарни тата ытти ыйтăва та хускатрĕç.

А. ЕГОРОВА

Авангард,16.04.2019



16 апреля 2019
15:20
Поделиться