Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесем парнелер!

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн пуçарăвĕпе Чăваш Енре ака уйăхĕн 10-25-мĕшĕсенче Чăваш чĕлхин кунне халалланă "Ачана чăвашла çырнă кĕнеке парнеле" ырă кăмăллăх акцийĕ иртет. 

Ку ыр кăмăллăх акцине ирттересси çинчен пуçарупа ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Альбина Егорова тухса калаçнă. Аса илтеретпĕр, Чăваш чĕлхин кунне кашни çулах акан 25-мĕшĕнче, чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнă кун ирттереççĕ.

Акци пынă вăхăтра Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕсем чăваш чĕлхин шăпишĕн пăшăрханакан çынсене пĕр тĕллевпе пĕрлешсе шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсене çỹрекен, шкулсенче вĕренекен, нумай ачаллă çемьесенче ỹсекен ачасене чăвашла кĕнекесем парнелеме чĕнсе калаççĕ.

Хисеплĕ депутатсем, чиновниксем, предпринимательсем тата тăван чĕлхе шăпишĕн пăшăрханакансем, сире те ыр кăмăллăх акцине хутшăнма, чăваш ачисене чăвашла кĕнекесем парнелеме йыхравлатпăр!

Авангард,12.04.2019



12 апреля 2019
11:20
Поделиться