Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕрлехи информаци кунĕ

Апрелĕн 17-мĕшĕнче республикăра, çав шутра пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем: çурхи ака ĕçне хатĕрле- несси мĕнле пыни; экологи субботникĕсем, çуркуннехи Йывăç кунне ирттересси, ялсене, çул хĕррисемпе масарсене тирпейлесси; Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 74 çул çитнине хатĕрленсе ирттерсе ярасси.

Информаци кунĕнчех авариллĕ çурт-йĕрте пурăнакан граждансене паракан республикăри адреслă программа, Чăваш Республикинче цифрăллă телеэфир çине куçни пирки те калаçу пулĕ.

Информаци ушкăнĕсем кун йĕркинчи темăсене халăхпа сỹтсе явма ял тăрăхĕсенче, ĕç коллективĕсенче пулĕç, ыйтусене хуравлĕç.

Авангард,12.04.2019



12 апреля 2019
11:11
Поделиться