Патăрьел районĕ
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хуçалăхсенче çурхи ĕçсене ăнăçлă ирттерес тĕлĕшпе ял хуçалăх техникине, вăрлăха, минерал удобренийĕсене хатĕрлессине тĕрĕслекен комисси малалла ĕçлет. Ăна райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăв сен пайĕн пуçлăхĕ Леонид Кузнецов ертсе пырать. Комисси членĕсем Патăрьел, Тăрăн, Сăкăт, Аслă Арапуç, Тутар Сăкăт, Алманчă, Ксыл-Чишма, Ыхраçырми, Çĕнĕ Ахпурт ял тăрăхĕсенче пулнă, унти лару-тăрупа паллашнă. Хуçалăхсем çурхи ĕçсене ирттерме хатĕр. Тĕрĕслев вăхăтĕнче комисси член сем пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене епле пăхăннине те тишкернĕ .
Хыпар, 12.04.2019