Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Дипломпа кубока тивĕçнĕ

Çак кунсенче Чăваш Енри муниципаллă районсемпе хула округĕсенче запасри граждансемпе мобилилизаци хатĕрленĕвĕ ирттерес, вĕсене çар учетне тăратас, броньăлас ыйтусемпе республикăри мобилизаци органĕн ертỹçисемпе, ĕç тăвакан федерацин территори, Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан, муниципаллă районсемпе хула округĕсен, мобилизаци ыйтăвĕшĕн яваплă ытти организацисен представителĕсемпе конференци иртнĕ. Унта çак темăпа йĕркеленĕ конкурс итогĕсемпе те паллаштарнă. Патăрьел районĕ Чăваш Енри муниципаллă районсем хушшинче мобилизаци хатĕрленĕвне лайăх йĕркеленĕшĕн II степеньлĕ дипломпа куçса çỹрекен кубока тивĕçнĕ.

(Хамăр корр.)

Авангард,12.04.2019



12 апреля 2019
11:13
Поделиться