Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пурнăç паттăрĕсене палăртма та кăмăллă

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче ака уйăхĕн1-мĕшĕ тĕлне нумай ачаллă 699 çемье шутланать. Вĕсенчен ытларахăшĕнче - 558-шĕнче - виçĕ ача çитĕнет. Çав вăхăтрах хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ 4-мĕш(101 çемье), 5-мĕш - (30 çемье) пепкене алла илеççĕ. Ĕлĕкхи пекех çемьере сак тулли саккăрăн ỹсекенсем пулни те кăмăллă.

Кăçалхи виçĕ уйăх кăтартăвĕпе районти ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем çирĕм ашшĕпе амăшне, Турă калашле, виççĕмĕш "çĕнĕ кайăка" алла илнĕ ятпа саламланă. Çакна та палăртса хăвармалла. Пĕрремĕш кварталта иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан пилĕк çын сахалтарах вилнĕ. Мăшăрсем уйрăласси те пĕлтĕрхи кăтартуран лайăхрах. Статистика çакна та çирĕплетсе парать: пурнăç çулĕ йỹпленнипе уйрăлакан мăшăр ытларах 25-39 çулсенче.

Авангард,09.04.2019



09 апреля 2019
15:17
2019 год
Поделиться