Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пысăк хак панă

ПИРĔН районта хăйсен пултарулăхĕпе, творчество ăсталăхĕпе республикăра "халăх коллективĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ фольклор ушкăнĕсем, хорсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри- Сăкăтри пукане театрĕ. Çак сумлă ята çамрăк артистсен ушкăнĕ 2006 çулта çĕнсе илнĕ. 1992 çулта В.Кузнецова хастар пуçарăвĕпе йĕркеленсе кайнă театр ушкăнĕ çулсеренех сцена çине çĕнĕрен те çĕнĕ спектакльсем кăларать. Чи пĕлтерĕшли - Вера Федоровна ертсе пынипе ачасем спектакльсенчи пуканесене те хăйсемех ăсталаççĕ. Çавăнпа та вĕсене юмахсемпе пьесăсенчи сăнарсене калăплама та йывăрах мар. Ахальтен мар ĕнтĕ çак кунсенче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕн республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕнче ачасен тата пукане халăх театрĕн ертỹçисем хушшинче ирттернĕ семинар-практикумра Сăкăтри пукане театрĕн ертỹçи ирттернĕ мастер-класа пурте ырласа пăхнă. Вăл спектакль валли ачасен ылтăн аллипе мĕнлерех пуканесем ăсталанине кăтартнă. Куракансем Патăрьелсен пукане театрĕн ертỹçин ĕçне пысăк хак панă.

Авангард,09.04.2019



09 апреля 2019
15:15
Хроника
Поделиться