Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кашни ире кĕттĕр чĕре

Сывлăх сыхлавĕн ĕçĕ-хĕлĕ пурне те хумхантарать. Çыннăн пурăнас кун-çулне тăсасси, пациентсене вăхăтра медицина пулăшăвĕ парасси шурă халатлă специалистсенчен сахал мар килет. Ку енĕпе мĕнле ĕçлесе пыраççĕ-ха Юхмапа Пăла тăрăхĕнче? Çак тата ытти ыйтусен хуравне тупас тĕллевпе районти тĕп больницăн тĕп врачĕпе Г. Петровăпа çыхăнтăмăр. Аяларах çав калаçăва пичетлетпĕр.

- Галина Семеновна, 2018 çул пĕтĕмлетĕвне тунах ĕнтĕ эсир. Эппин, вулакансене те паллаштарма вăхăт.

- Пĕтĕмлетнĕ. Ĕçре яланах çĕннине мала хума тăрăшатпăр. Районта пирĕн 31 фельдшерпа акушер пункчĕ. Вĕсенчен 15-шĕнче (48 процент) ку чухнехи технологипе усă кураççĕ. Пысăк хăвăртлăхлă интернетпа 2017 çулта 4 врач амбулаторине, пĕлтĕр çиччĕшне çыхăнтарнă. Малашлăхра ку енĕпе Тутар Сăкăтсен тата Шăнкăртамсен (пĕринче пур) ыйтăвĕсене татса парассипе ĕçлетпĕр.

"Телемедицина" проекчĕ те ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Пациентсене тĕп хулана илсе каймасăрах операци тума пулать. Оборудованисене илсе килнĕ. Специалистсем операци вăхăтĕнче хăйсене кирлĕ кирек хăш тухтăрпа та канашласа илме пултараççĕ. Икĕ енлĕ çыхăну тĕрĕс пĕтĕмлетỹ тума май парать.

- Çынсен пурăнас кун-çулне тăсасси те малта тăрать-ха ĕнтĕ...

- Çапла. 2024 çула кашни çыннăн пурăнас вăтам кун-çулĕ 80 е ытларах та пултăр тесе тăрăшатпăр. Енчен те çак кăтарту 2016 çулта 71-пе танлашрĕ пулсан, пĕлтĕр 73е çитрĕ.

- Паллах, сывлăхшăн шурă халатлисен çеç мар, хамăрăн та тăрăшмалла...

- Тĕрĕс палăртатăр. Юлашки вăхăтра çуллен флюорографи тухасси çине питĕ тимлĕ пăха пуçларĕç. Ял халăхĕ асăрхаттарса тăрасса кĕтмест тесен те йăнăшмастăп пулĕ. Анчах диспансеризацие алă сулакансем нумай. Маларах чирсене тупни сиплеве иртерех пуçăнма май парать. Усал шыçă чирĕсене палăртма пулăшать. Пăлапуç Пашьел, Аслă Чемен, Первомайски, Кзыл Чишма ял тăрăхĕсенче пурăнакансем сывлăх çине тимлĕх уйăрассине мала хурасшăнах мар. Вĕсенче демографи лару-тăрăвĕ те япăхрах. Ача çуратакансем сахалланса пыраççĕ, вилекенсем ытларах.

- Сăмах ачасем çине куçнăран, "Шкул медицини" проект мĕнле ĕçлет?

- Тĕрлĕ сăлтава пула çамрăкранах ачасен куç курасси япăхланни палăрать. Çавна май Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти медицина кабинетĕнче куçсене тĕрĕслеме май паракан аппаратурăсем вырнаçтартăмăр. Специалист штачĕ пур. Паянхи куна 1021 ачана тĕрĕсленĕ. Ытларахăшне вăхăтра кирлĕ пулăшу панă. Çакнашкал оборудованисене тĕп больницăри ача-пăча консультацине те вырнаçтарасшăн. Ытти шкулсене тивĕçтерес тĕллевсем те пур.

- Ытти пилотлă проектсем çинчен мĕн калама пултаратăр?

- Наркологипе медпрофилактика службисем тачă çыхăнура ĕçлемелле. Эрех-сăрапа иртĕхме пăхакансене, ăс-тăна улăштарма май паракан тата наркотик хатĕрĕсене усă куракансене вăхăтра тупса палăртмалла. Иртнĕ çул çакнашкал 23 çынна шута илнĕ. "Сывлăха ĕç вырăнĕнче упра" текен проект та пур. Ирхи зарядкăна тăмастпăр. Канмалли вăхăтра хусканусем тумастпăр. Çуран утма ỹркенетпĕр...

- Пачах ун пек тесе те каласшăнах мар-ха. Спортпа, юрă-ташăпа туслă сирĕн коллектив. Зарядкăсене те тухатăр. Районти спорт мероприятийĕсене явăçатăр. Волейбол площадки, сиплевпе физкультура кабинечĕсем пур. Футболла, шашка-шахматла, теннисла выляссипе ăмăртусем ирттеретĕр...

- Волейболла выляса иртнĕ çул республикăри ялти больницăсем хушшинче пĕрремĕш, кăçал иккĕмĕш вырăна тухрăмăр. Ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче, врач амбулаторийĕсенче ĕçлекенсене явăçтарса "Хаваслă стартсем" ирттеретпĕр.

Республикăри медицина организацийĕсем хушшинче йĕркелекен "Хорсен тупăшăвĕ" конкурса çулленех хутшăнатпăр. Çĕнтерỹçĕсен йышне кĕретпĕр.Сăмах май çакна та палăртмалла: ку енĕпе районти конкурсран та пĕринче те юлман. Йышлă çынпа сцена çине тухма çăмăл мар, паллах. Ĕç хыççăн репетицисем ирттермелле. Врачсем çĕрлехи дежурствăна та юлаççĕ-çке.

- Коллектива 5 çул ăнăçлă ертсе пыратăр. Маларах 17 çул поликлина заведующийĕнче вăй хутăр.. Кадрсем пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Район халăхĕн сывлăхĕшĕн 83 врач, 304 вăтам медицина персоналĕ тимлет. 2012 çултанпа "Ял тухтăрĕ" программăпа 46 специалист килнĕ. Йывăрлăхсемсĕр мар, паллах. Ĕçлекен врачсен вăтам çулĕ 39па танлашать. "Ял фельдшерĕ" программа пурнăçа кĕни савăнтарать. Ку майпа 2 çынна ĕçе илтĕмĕр. Кадрсен дефицичĕ ан пултăр тесе тăрăшатпăр. Ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлетпĕр. Яла килес кăмăллă студентсене килĕшỹпе стипенди паратпăр, практикине кунта ирттерме явăçтаратпăр. Диплом илсен ĕçпе тивĕçтеретпĕр. Çакнашкал 5 çамрăкпа килĕшỹ тунă. Иккĕшĕ (И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш паташалăх университечĕн медицина факультетĕнче пĕлỹ пухнă хыççăн) тĕп хуларах ординатура тухаççĕ. Пĕри - травматолог-ортопед, тепри - педиатр.

- Ăсчахсем çыннăн сывлăхĕ 85 процент хăйĕнчен килет, теççĕ.

- Хамăршăн хамăрах тăрăшмалла. Шывра ишни, йĕлтĕрпе, конькипе ярăнни те лайăх. Пĕлсе апатланмалла. Шел те, халĕ пысăк калориллĕ апат ытларах çиеççĕ. Кĕлетке виçине пăхса тăмалла. Эмел сахалрах ĕçмелле. Сывă пурнăç йĕркине мала хумалла. Лăпкă пурăнма тăрăшмалла. Эрех-сăрана сивлемелле. Ялта ỹстернĕ пахча çимĕç таса. Çакăн чухне чĕре, нерв системин, шыçă чирĕсем чакĕç. Тухтăрсем каланине çирĕп пăхăнни аван. Кашни çыннăн чĕри кашни ире сывлăхпа кĕтмелле пултăр.

- Галина Семеновна, тавах калаçушăн. Сире пурнăç икĕ 5 лартрĕ. Çав ятпа саламласа ĕçĕрте ăнăçусем сунасшăн. Çемйĕрте килĕшỹ пултăр. Тата çирĕп сывлăх, паллах.

А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă

Авангард,09.04.2019



09 апреля 2019
15:06
Хроника
Поделиться