Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йĕрке туни- хамăршăн, тирпей-илем - сывлăхшăн

ИРТНĔ эрнере çуркуннехи хĕвел шевли туххăмрах урамсенчи юра ирĕлтерсе ячĕ, тавралăха та чылай типĕтрĕ. Малашне йывăçсем симĕс çулçă сарасса, кăтра курăк сăмсине кăларасса çеç кĕтмелли юлчĕ. Унччен вара хамăр пурăнакан, иртсе çỹрекен вырăнсене самай çỹп-çапран, ăпăр-тапăртан тирпейлеме тивет-ха. Урăхла каласан, районти кашни ялтах субботниксен "сезонне" уçма тивĕ. Район центрĕпе пĕрлех хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче ăна пĕрремĕш хут йĕркелерĕç те. Нăрваш Шăхаль, Ыхра Çырми, Турхан, Туçа, Тăрăн, Çĕньял тата ытти поселенисенче культура ĕçченĕсемпе вырăнти администраци сотрудникĕсем, уйрăм хастарсем ырă пуçару тума та ĕлкĕрчĕç, юр айĕнчен тухнă куçа тирĕнекен çỹп-çапа пуçтарма тухрĕç. Малашне вара çанталăк типшĕрсе пынă май, ĕç коллективĕсенче, урамсенче, масар çинче тата ун таврашĕнче çине-çинех субботниксем йĕркелеме, йывăç лартма, экологи кунĕсене хастар хутшăнма тивĕ.

Авангард,09.04.2019



09 апреля 2019
15:21
Поделиться