Триатлон енĕпе ăмăртнă
Петрозаводск хулинче 1999-2001 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче триатлон енĕпе ăмăртусем иртнĕ. Унта Чăваш Республикин пĕрлештернĕ команди йышĕнче Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн В. Платонов тренер-преподаватель хатĕрлекен Е. Селиванов та хутшăннă. Раççей Кубокĕн 5-мĕш тапхăрĕнчи ăмăртăвĕсенче Егор виççĕмĕш вырăна тухнă.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Авангард,05.04.2019