Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Салтака асăнса

Афганистан вăрçине хутшăннă С. Эльмуков салтак-интернационалиста асăнса Треньелĕнчи пуçламăш шкул-садра турнир иртрĕ.

Станислав Васильевич 1966 çулхи июлĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. Ыхра Çырминчи вăтам шкулта вĕреннĕ хыççăн 1984 çулта çар ретне тăнă. 1985 çулхи февральтен Афганистанра тăнă. Киле йĕркеллех таврăннă, анчах кун-çулĕ кĕске пулнă. Ял-йыш ăна манмасть. Кăçалхипе турнир улттăмĕш хут иртрĕ.

Мероприятие Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ К. Михе- ев уçрĕ. Районти афганецсен канашĕн председателĕ, "Паттăр" ФСК директорĕ А. Краснов, Треньелĕнчи пуçламăш шкул-ача сачĕн ертỹçи И. Кошкина, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн представителĕ П. Иванов сăмах каларĕç. Районти "Пограничное братство" пĕрлешỹ представителĕ А. Быков чикĕ хуралçисен ячĕпе кăларнă кĕнекене вĕренỹ учрежденине парнелерĕ.

Малтанах шкул ачисем шашкăлла вылярĕç. Пĕрлех автомата сỹтсе пуçтарчĕç, магазина патронсемпе авăрлакансем те тупăшрĕç.

Волейбол турнирне 5 команда хутшăнчĕ. Пĕрремĕш вырăна Шупашкарти "Шурави" (воин-афганецсем) йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕнче Треньелсемех пулчĕç.

П. КУРМАНАЕВ

Авангард,05.04.2019



08 апреля 2019
11:27
Хроника
Поделиться