Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

 Упамсари клубра театр кружокĕ аван ĕçлет.Çак кунсенче вырăнти артистсем асăннă ялти Елена Сымовăн пьеси тăрăх «Шăпа хамăр алăра - çирĕп тыт ăна» спектакль лартнă. Мероприятие Театр çулталăкне халалланă. Куракансем ял артисчĕсене Петр Савельева, Нина Савельевăна, Наталья Лысовăна, Елена Сымовăна,Венера Вавиловăна, Вера Сымовăна, Дина Юмановăна тата Мария Лисовăна ăшшăн йышăннă. Пьесăри ĕçсем район центрĕнчен инçех мар вырнаçнă ялта пулса иртеççĕ. Ачасăр, телейсĕр çемье, упăшкине урăххипе улталакан хĕрарăм пирки вăл. Кун пекки ял çыннине яланах калаçтарнă… Вырăнти артистсем хăйсен геройĕсен туйăмĕсене туллин уçса панă. «Спектакль лартасси - чăн-чăн истори, вăл пьесăна вуланинчен, рольсене пайланинчен пуçланать те костюмсене, тунă ĕç-хĕле

сутсе явнипе вĕçленет. Пирĕн артистсем те, куракансем те çĕнĕ спектакльсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Упамсасем театра çав тери юратаççĕ»,- пĕлтерчĕ Елена Сымова режиссер, пьеса авторĕ.

Хыпар, 05.04.2019



05 апреля 2019
10:40
Хроника
Поделиться