Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăкаксене саплаштараççĕ

Чăваш Республики çĕршыври ытти регион пекех апрелĕн 15-мĕшĕнчен цифра телекуравĕ çине куçать. Çавна май Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ мартăн 13-мĕшĕнче 78-мĕш йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн сахал тупăшлă çемьесем тата пĕччен пурăнакансем (халăхăн сахал тупăшлă категорийĕсем), Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем валли цифра телевиденийĕ çине куçма ятарлă оборудованисем туяннă хыççăн паракан социаллă пулăшу мерисен йĕркине çирĕплетнĕ, ятарлă оборудованисем туянса пулнă тăкаксене бюджетран саплаштарма пăхса хăварнă. Заявленисене мартăн 27-мĕшĕнчен йышăнма пуçланă.

Компенсацие пĕр хутчен, 2018 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи июлĕн 31-мĕшĕччен туяннă оборудованин хăй хаклăхне, анчах 1750 тенкĕрен пысăк мар, параççĕ. Тăкака саплаштарма районти социллă хỹтлĕх пайне заявлени çырма çак документсемпе августăн 1-мĕшĕччен килмелле:

_ паспорт копийĕсем;

_ ачасем çуралнине е усрава илнине ĕнентерекен свидетельствăсем;

_ Чăваш Республикин территоринче ăçта пурăннине çирĕп- летекен справка;

_ çемье членĕсен юлашки виçĕ уйăхри тупăшне кăтартакан документсем;

_ оборудованин эксплуатаци докуменчĕсем;

_ оборудование туяннă чухнехи тỹлев докуменчĕсем.

Н. НИКИТИНА, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ

Авангард,02.04.2019



02 апреля 2019
11:27
2019 год
Поделиться