Патăрьелсем малтисен шутĕнче
Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерствин коллеги ларăвĕнче ведомствăн 2018 çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ, малашлăх çул-йĕрне палăртнă.
Массăллă спорт ĕçне анлă туса пынăшăн пирĕн район смотр-конкурсра республикăра иккĕмĕш вырăна тухнă. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсемпе "ФСК"асен хушшинчи тупăшура та "Паттăр" ФСК иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
Аса илтеретпĕр, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи физкультурăпа спорт ĕçĕшĕн Алексей Краснов ( ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ) яваплă.
А. ИВАНОВА.
Авангард,02.04.2019