Спорт разрячĕллĕ ишевçĕсем
Район çамрăкĕсем шывра ишес енĕпе республикăра мала тухассишĕн ăмăртусене хутшăнчĕç. Хăйсен ỹсĕм çулĕсенче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти С. Кальметова, О. Краснова (тренерĕсем В. Платоновпа С. Рубцова), П. Хураськина (В. Карягин) призерсем пулчĕç. С. Кальметовăпа Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Н. Мазяков ăмăртусенче пĕрремĕш разряд требованийĕсене пурнăçларĕç.
А. ИВАНОВА
авангард, 29.03.2019