Патăрьел районĕ
Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Аслă Арапуç ялĕнчи врач амбулаторийĕнче Донор кунĕ иртнĕ. Акцие 28 çын хутшăннă, 12,6 литр юн панă. Аслă Арапуçри врач амбулаторийĕнче ĕçлекенсем, çак ял тăрăхĕнче пурăнакансем уйрăмах хастар пулнă. Кашни донорах юн панă кун апат çиме компенсаципе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех вĕсене çак кун ĕçрен хăтаракан справка панă. Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 186 статйипе килĕшуллĕн донорсен хушма кану кунĕ те пулĕ.
Хыпар, 29.03.2019